Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра яланхиллех тӗрлӗ объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута яраҫҫӗ, юсаса ҫӗнетнисене те ҫак вӑхӑтра уҫма тӑрӑшаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫӗнче тата Чӑваш Ишекӗнче юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн клубсем уҫӑлнӑ.
Кӗҫӗн Арапуҫӗнчи клуба ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен юсанӑ. Республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ тупрапа ҫӗнӗ сӗтел-пукан, сцена ҫинче тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ та туяннӑ.
Чӑваш Ишекӗнчи клуба та ҫуллах юсанӑ.
Юсаса ҫӗнетнӗ клубсенчен пӗрин ҫине «Добро пожаловать» тесе ҫырса хунӑ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ.
Культура учрежденине 150 вырӑнлӑх тунӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби ку пулӑма «тахҫантанпах кӗтнӗскер» тесе хакланӑ.
Ял ҫыннисен савӑнӑҫне пайлама культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова тата республика парламенчӗн депутачӗ Сергей Павлов пырса ҫитнӗ.
Культура ҫуртӗнче вулавӑш та вырнаҫнӑ.
Культура ҫурчӗ ҫине, сӑмах май каласан, «Дом культуры» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Ягодовӑпа Ирина Михайлован «Чӑваш ачисен вӑййисем. Чувашские детские игры» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Ӑна вырӑсла Людмила Ягодова тата Олег Кульев куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Светлана Бритвина.
Кӗнекене чӑваш ачисен вӑййисем кӗнӗ. Вӗсене темӑна кура уйӑрнӑ: сахал хускануллӑ вӑйӑсем, тӗроӗ япалапа усӑ курса вылямаллисем, ӗҫленӗҫи туса вылямаллисем тата ытти те. Вӗсене икӗ чӗлхепе ӑнлантарса панӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ.
2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӳре. Тӳре-шара. Тӳре-шара килсе капланчӗ…
Тӳре вӑл судьяна пӗлтерет, тетпӗр хӑш чухне.
Унӑн чӑн пӗлтерӗшӗ ҫапла: Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи ку сӑмах Чингизида, урӑхла каласан, Чингиз-хан йӑхӗнчен тухнӑ ҫын тенине пӗлтернӗ.
Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчен паянхи куна ҫити пурӑнса сӑмах хӑйӗн авалхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ. Анчах ҫеҫенхирсенче пурӑнакан чылай халӑх чӗлхинче тӳре (тюра) халь те авалхи пӗлтерӗшне упрать. Казахстанра пурӑнакан вырӑс писателӗ Алексей Брагин хӑйӗн «Деды и прадеды» повеҫӗнче ӑна ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех анлӑн усӑ курать.
Хушса калани. Ку сӑмаха тӗрӗслемесен те юрӗччӗ те, анчах ҫавах хамӑр та кӑшт тишкерсе тухар-ха.
Чӑн та, тӳре «судья»-на пӗлтерет. «Тӳре-шара» — пӗтӗм чиновниксене палӑртмалли мӑшӑр сӑмах.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче черетлӗ ҫитӗнӳ — паян эпир кӑҫал палӑртнӑ плана туса ҫитертӗмӗр, унсӑр пуҫне ку ҫул тунӑ мӑшӑрсен йышӗ 400 пин урлӑ каҫрӗ.
2020 ҫула эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫларӑмӑр. Паян 640 пин урлӑ каҫнӑ май, хӑварах куратӑр — ҫулталӑк тӑршшӗнче 400 пин тума пултартӑмӑр. Миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ таран ҫитме те нумаях юлмарӗ — пурӗ те 360 пин кӑна. Ҫитес ҫул та ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл кӑтарту таран эпир ҫитӗпӗрех!
Паллах, плана тултарнӑ тесе эпир ахаль лармӑпӑр — мӑшӑрсене тата та хушса пырӑпӑр. Ку ӗҫре вӗт-ха, мӗн чухлӗ мӑшӑр ытларах, куҫару пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. Машшин куҫарӑвӗн алгоритмӗсем тем тери вӑйлӑ пулсан та даннӑйсем — чӑвашла тат вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем — пулмасан лайӑх куҫаруҫӑ тума хӗнрех. Ҫавна пула вӑй хуратпӑр та ӗнтӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хальхи вӑхӑтра Зоя Воскресеняская хайланӑ Владимир Ленинӑн амӑшӗ пирки ҫырнӑ калавсемпе тата Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Леонид Жариков ҫырнӑ «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗн чӑвашла текстне хатӗрлетпӗр. Пурӗ эпир икӗ ҫул хушшинче 110 ытла кӗнекене сканерласа мӑшӑрласа тухрӑмӑр.
Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 88 чӑваш шкулӗ ӗҫлет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫат. 2 пинмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче 100-е яхӑн пулнӑ.
«Суварҫӑсем» шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш шкулӗсене упраса хӑварасси тӳрреммӗнех хамӑртан килет. «Шел пулин те, сахал районта чӑваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пӑхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Ҫӗпрел, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Спас, Аксу районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пуҫламӑш класран тытӑнса аслӑ классем таранах тӑван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраҫҫӗ. Ҫарӑмсан районӗнче чӑвашла вӗрентесси – 76, Пӑвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлӑпа Пӗкӗлме районӗсенче чӑваш ачисен 30 ытла проценчӗ кӑна тӑван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чӑваш шкулӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тӑвӑпӑр? Хальхи 88 шкула упраса хӑвармаллах пирӗн», — тесе ҫырнӑ «Суварта».
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче республикӑн «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программине «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫум программӑпа пуянлатӗҫ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫум программӑра ачасене мӗн пӗчӗкрен, ача пахчине ҫӳрекен ӳсӗмрен, тӑван чӗлхене вӗрентме пӑхса хӑварнӑ. ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви тӗрлӗ проектсем пурнӑҫа кӗртӗҫ, ҫав шутра чӑвашла мультфильмсем хатӗрлесси те пур.
Чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисемпе шкул вулавӑшӗсене пуянлатӗҫ. Вӗсене туянма 2014 ҫултанпа укҫа уйӑрман.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тинех хӑйӗн кулленхи хӑвӑртлӑхпа ӗҫлес йӗркелене куҫрӗ — чӳк уйӑхӗнче эпир 37 пин те 327 мӑшӑр хушма пултартӑмӑр. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыша 621 пин те 051 таран ҫитертӗмӗр. Тата ҫирӗп пине яхӑн хушсан кӑҫалхи план пирӗн тулӗ те. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 239 пин те 155 мӑшӑр пулнине шута илсен, ҫак чикӗ урлӑ каҫӑттӑмӑр пулсан кӑҫал 400 пин тунӑ пулӑттӑмӑр. Килес ҫул та ҫавнашкалах хастар ӗҫлесен ҫулталӑк вӗҫне йыша 1 миллиона ҫитерме пулӗччӗ. Анчах ку хальлӗхе малашнехи плансем кӑна-ха. Малалла текстсемпе йывӑртарах пулӗ тесе шутлатпӑр — тем тесен те куҫарусем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, алӑпа куҫарса вара ҫав хӑвӑртлӑхах тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Курӑпӑр!
Иртнӗ уйӑхра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех тахҫантанпах тӑсӑлса пыракан Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫпе ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, ытти интереслӗ хайлавсене мӑшӑрларӑмӑр: «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повесть (Пӗрремӗш Петӗр патша пирки вӑл), «Хӑвна мӗнле тытмалла» кӗнеке, «Ҫӑлтӑр карапӗсем» фантастикӑллӑ повесть, Евгений Герасимовӑн «Щорсӗ» тата ыттисем те. Малалла ӗҫлемелли хайлавсем: Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен», Василий Смирновӑн «Саша Чекалин» повеҫӗ, Валентина Осеева хайланӑ «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнеки, Жюль Вернан «Вунпиллӗк ҫулхи капитанӗ» тата ыттисем.
Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек. Сӑмахран, пирӗн Пушкӑрт республикинче пушкӑртла калаҫнӑ пек. Е Тутар республикинче тутарла калаҫнӑ пек.
Шупашкар урамӗсемпе утса пынӑ чухне эпӗ яланах хама Ӗпхӳ е Пушкӑртри ытти хуласен урамӗсемпе утса пынӑ пек туятӑп. Мӗншӗн тесен, Шупашкар урамӗсенче те Ӗпхӳри, Ҫтерлӗри е Мелевӗсри кӗре сӑн-питлӗ тутар-пушкӑртсем пекех кӗре сӑн-питлӗ ҫынсем васкавлӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе утаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ магазинсемпе организацисенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫынсем- пирӗн чӑвашсем иккенне ӑнланатӑн! Мӗншӗн тесен, вӗсен ҫамкисем ҫине, пирӗн авалтан килекен генсем, ҫуралнӑ-ҫуралманах, чӑвашсем иккенне палӑртса ҫырса хунӑ-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |